ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акса пĕтернĕ

11 мая 2011 г.

"Прогресс" акционерсен хупă обществинче çур аки вĕçленсе пырать. Тăваттăмĕш комплекслă бригадăри çĕр ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ культурăсем акассине вĕçленĕ. Ĕнелсем 450 гектар çинче паха вăрлăхсене варăнтарса хăварнă. Çурхи культурăсем акнă çĕрте В.Ефимовпа В.Охотин трактористсем тăрăшнă. Ю.Жирнов, Ю.Гаврилов, А.Филиппов механизаторсем культиваци тунă. Акнă çĕре В.Филиппов тракторист пусăрăнтарнă. А.Владимиров, А.Владимиров, В.Николаев, В.Анисимов сеяльщиксем те хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçланă.

 "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш бригадăсем çурхи культурăсене акса пĕтернĕ. Питтĕпелсем 183 гектар, Кивĕ Эйпеçсем 187 гектар акса хăварнă вĕсене. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенĕрен, механизаторсем çурхисене кĕске срокра тата пахалăхпа акассишĕн чунне парса вăй хунă. Владимир Абрамов тракторист çĕр ĕçĕнче нумай çул тăрăшать. Юрий Еремеев тракторист та çулран-çул паха опыт пуçтарать. Ăста механизаторсем çумĕнче сеяльщиксем те яваплăха туйса вăй хунă. Н.Васильев, А.Герасимов, В.Перцев, А.Никифоров, Н.Казаков, Н.Кожевников ку ĕçре пĕрремĕш çул мар.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика