ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С.Павлов - "Прогресс" обществăра

16 марта 2011 г.

           Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин волейбол федерацийĕн президенчĕн Н.Герасимовăн "Улăп" физкультурăпа сиплев комплексĕнче республикăри I турнира уçнă хыççăн килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Миллинпа "Прогресс" обществăн сĕт-çу тата сысна самăртакан фермисенче пулса курнă. Сĕт-çу ферминче хальхи вăхăтра 370 сăвакан ĕне шутланать. 2010 çулта кунта çăмăллатнă кредитсемпе усă курса сĕт сумалли оборудовани тата выльăх апачĕ салатмалли раздатчик вырнаçтарнă. Вăл типĕ апата ĕнесене мĕн чухлĕ сĕт антарнине кура валеçет. Çакă пысăк сăвăма йĕркелеме парать. Сĕте Шупашкарти сĕт-çу заводне ăсатаççĕ. 2010 çулта сыснасем самăртмалли пỹлĕмсене реконструкцилеме пуçăннă. Çакă сыснасен йышне 2 хут ỹстерме май парать. Пỹлĕмсене строительство ĕçĕсем вĕçленсенех тултарса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра кунта сысна çурисене уйăрмалли, малтанхи вăхăтра откормра пулмалли цехсене хута янă. Министр фермăсенче пурнăçланă ĕçсемпе кăмăллă пулнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика