ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксен сатурлăхĕ ан иксĕлтĕр

20 марта 2012 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрне кун Елчĕк районĕнче пулчĕ. Малтанах ку чухнехи ĕç меслечĕсене, çĕнĕ технологисене производствăна çирĕппĕн кĕртекен предприятипе - «Прогресс» АХОпа - паллашрĕ.

Кунти çĕр ĕçченĕсем çирĕп тĕллевпе кал-кал ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр кашни гектартан 35,4 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Çĕр улми тухăçĕ те аван.

2012 çул валли 560 гектар çинче кĕрхи культурăсем акнă. Çур акине тухма техника 83-96% юсавлă.

Михаил Васильевич хуçалăхăн сысна ферминче пулса курчĕ. 2012 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 1649 пуç, çав шутра 500 ĕне. Кĕтÿ пĕлтĕрхинчен 6,4% хушăннă, сысна йышĕ - 20,5%. Паянхи кун «Прогресс» 5041 пуç сысна усрать. Ĕçе йăлтах механизациленĕ. Урайне ăшăтассине йĕркеленĕ. 2010-2011 çулсенче 120 пуç сысна тата 2300 çура вырнаçмалăх фермăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.

- Сирĕн кашни сысна амирен çулсерен вăтамран 27-шер çура илмелле, - терĕ Михаил Васильевич. - Çакна пурнăçлама яланах ырри патне ăнтăлмалла.

- Тĕллеве пурнăçлатпăрах, - хуравларĕç выльăх-чĕрлĕх пăхакансем.

Елчĕксен сăмахĕ çирĕп. Кунта сĕт сăвакансем республикăра чи малта пыракансен йышĕнче.

Михаил Игнатьев «Прогресс» йĕтемне çитрĕ. Çынсем шалупа кăмăллă. «Ĕçлеме халĕ çăмăл. Эпĕ кунта 32 çул вăй хуратăп. Çулсем иртеççĕ пулин те тивĕçлĕ канăва каяс килмест», - терĕ Елена Горшкова ветеринар. Михаил Васильевич Елчĕксен сатурлăхне, ĕçченлĕхне палăртрĕ. 2010 çулхи типĕре те «Прогрессем» 4 млн тенкĕлĕх тупăш илме мехел çитернине пайăррăн асăнчĕ.

Унтан республика Пуçлăхĕ районти тĕп больницăра электрон регистратура, хирурги тата терапи уйрăмĕсен, функци диагностики, пĕтĕмĕшле врач практики специалисчĕсемпе тĕл пулчĕ.

Çур акине хатĕрленни пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин каласа кăтартрĕ. Паха вăрлăх, техникăна акана хатĕрлесси аван пырать. Удобрени, çунтармалли-сĕрмелли япаласем кÿрсе килессине те хăвăртлатасшăн. Кăçал хура пусăсен лаптăкне пысăклатасшăн, ăна кĕрхисем валли вăхăтра хатĕрлесшĕн.

«Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнса районти 9 фермер заявка панă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине епле хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Кĕрхисене акас плана тултарманран çурхи ĕçсен калăпăшĕ пысăкланать. Куккурус, рапс лаптăкĕсем палăрмаллах хушăнаççĕ.

Акмалли вăрлăха планран ирттерсе хатĕрленĕ пулсан та кондицилли сахал - 61% çеç /2011 çулта - 71%/, Раççей федерацийĕнче - 80,3, Федерацин Атăлçи округĕнче - 87,9 процент.

Минерал удобренийĕ, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли им-çам кÿрсе килесси те тивĕçтермест - 39,5% çеç хатĕрленĕ.

Çунтармалли-сĕрмелли япаласене 30% йÿнĕрех сутаççĕ пулсан та пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне дизтопливо 24,9%, бензин 25,8% çеç кÿрсе килнĕ. Уйăрса панине палăртнă вăхăтчен илсе тухмасан Чулхула облаçĕнчи Кстово, Сергач хулисенчи нефть базисем Чăваш Ен лимитне малашне пĕчĕклетес хăрушлăх пур. Сергей Владимирович çак ĕçе çывăх вăхăтрах вăйлатмаллине, дизтопливăна йăлтах кÿрсе килмеллине пусăмласа каларĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку ыйтăвăн çивĕчлĕхне ăнланса Ял хуçалăх министерствине пуçаруллăрах пулма, районсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчен çирĕп ыйтма хушрĕ. «Пирĕн республика валли уйăрнă çунтармалли-сĕрмелли япаласене вăхăтра кÿрсе килмесен ытти регион хушшинче пайлама пултараççĕ», - терĕ. Кайран хăй хакĕпе туянма, укçа ытларах тăкаклама тивĕ.

Районти çĕр ĕçченĕсем ку енĕпе те тăрăшуллă. Пулас тыр-пул тухăçĕшĕн çине тăрса вăй хураççĕ. Çакна ЧР Пуçлăхĕ пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче каларĕ.

Елчĕксен сатурлăхĕ кăçал та ан иксĕлтĕр. Пĕлтĕр экономика кăтартăвĕпе вĕсем республикăн кăнтăр тăрăхĕнче çĕнтернĕччĕ. Çак чыса 2012 çулта та тивĕçессишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика