ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ пысăк, унпа туллин усă курар

17 марта 2012 г.

Присоединенное изображение
Ĕнер пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев пулнă. Республика пуçлăхĕ чи малтанах "Прогресс" акционерсен хупă обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Унта ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, Елчĕк район пуçлăхĕ _ районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, "Прогресс" акционерсен хупă обществин директорĕ П.Скворцов тата ыттисем кĕтсе илчĕç. М.Игнатьев чи малтанах хуçалăхăн Патреккелĕнчи сысна ĕрчетекен комплекс ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. Акционерсен обществи сысна ашĕ туса илессине паянхи технологипе йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче фермăра реконструкци ĕçĕсене нумай пурнăçланă, пысăк ăратлă сысна амисемпе аçисене тытаççĕ. Çавна май кунта амасенчен çура илесси те, выльăхсен ỹт хушаслăхĕ те пысăк. Фермăра 32 çул тăрăшакан Е.Горшкова ветеринар пĕтĕм ĕçе механизацилени ĕçе çăмăллатнине, çакă ĕç кăтартăвĕсенче те палăрнине савăнса каласа пачĕ. Акционерсен обществинче çуллен пиншер тонна сысна, мăйракаллă шултра выльăх ашĕ туса илеççĕ. Вăл район хатĕрлекен пĕтĕм выльăх ашĕн 30 процентне парать. Акционерсен обществи çурхи уй-хир ĕçĕсене те тĕплĕн хатĕрленет. Республика Пуçлăхĕ пĕрремĕш комплекслă бригадăн витнĕ йĕтемĕнче пулнă май вăрлăхсен шăтаслăхĕ мĕнлипе, кăçал кашни гектартан мĕн чухлĕ тĕш тырă илме шутланипе интересленчĕ. Общество директорĕ П.Скворцов вăрлăхсен шăтаслăхĕ 94 процентпа танлашни, кашни гектартан 35 центнертан кая мар тырă илме май пурри çинчен пĕлтерчĕ. Акционерсен хупă обществин пур отраслĕ те ăнăçлă аталанать. 2010 çулхи шăрăх çанталăкра та кунта 4 миллион тенкĕ таса тупăш илни çакна аван çирĕплетет. Республика Пуçлăхĕ "Прогресс" хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине пытармарĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тепĕр чарăнăвĕ районти тĕп больницăра пулчĕ. Михаил Васильевич хирурги, терапи, пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмĕсене пăхса çаврăнчĕ, медицина персоналĕпе, чирлисемпе курса калаçрĕ. Иртнĕ çул хирурги уйрăмне тĕпрен юсанă. Вăл палласа илмелле мар улшăннă. Ахальтен мар республикăран килнĕ журналист ăна çапларах хакларĕ: "Кун пекки тĕп хулари больницăсенче те сайра пулать". Н.Уркова тĕп врач больницăра юлашки çулсенче туса ирттернĕ юсав ĕçĕсем, çĕнĕ оборудованисем туянни çинчен каласа пачĕ. Район больницин аталанăвĕнче район тỹпи те пысăк. Федераци, республика бюджечĕсенчен сывлăха сыхлас ĕçе çулсеренех нумай укçа уйăраççĕ-ха. Юлашки 10 çулта район администрацийĕ район бюджетĕнчен 50 миллион тенкĕ уйăрни те больницăра пысăк ĕçсем туса ирттерме май панă. Унтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хутшăннипе районти активпа канашлу иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин районта 2012 çулхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевсем çинчен тухса калаçрĕ. 2011 çулта ял хуçалăх продукчĕсене, 2010 çулпа танлаштарсан, ытларах туса кăларнă. Район АПК аталанăвĕн республика программине пурнăçлассинчи ỹсĕмсемшĕн кăнтăр зонинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кĕрхи культурăсене 5095 гектар çинче акса хăварнă. Кăçал акăнакан ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ 28033 гектарпа танлашмалла. Çуркунне акмалли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурисен пĕтĕм вăрлăхĕн 72 проценчĕ кондициллĕ. Пĕтĕмпе 1571 тоннăран кая мар минераллă удобрени кирлĕ, паянхи кун тĕлне ăна 39 процента яхăн, дизель топливине 45 процент хатĕрленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен техника паркĕ çĕнелсе пырать. Енчен те 2001 çулта 7 техника туяннă пулсан, пĕлтĕр 57 техника. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çĕнĕ йышши техникăпа ĕçлени пысăк усă панине, çакна шута илсе "Победа" ООО кăçал 30 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннине палăртса хăварчĕ. Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне районта тракторсен 83 проценчĕ, çĕр ĕçлесе хатĕрлекен тата акакан техникăн 96 проценчĕ юсавлă. Патшалăх агропромышленноç комплексне аталантарма пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕлтĕр районти ял хуçалăх продукчĕсем туса кăларакансене тỹрремĕнех уйăрнă укçа-тенкĕ 120 миллион тенкĕпе танлашнă. Кунсăр пуçне ытти тĕрлĕ пулăшусен калăпăшĕ те пысăк. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе умра тăракан тĕллевсене палăртрĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов республикăра çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ, патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă курасси çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, дизель топливине килĕшỹ туса хальтерех туянсан пысăк укçа перекетлеме пулать. Минераллă удобренисем, вăрлăхсем туянассинче те çăмăллăхсем пур. Вĕсемпе туллин усă курмалла. Чăваш Республикин сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕн çумĕ А.Федоров республикăра сывлăха сыхлас ĕçĕн 2011 çулхи итогĕсене тата 2012 çулхи тĕллевĕсене Елчĕк районĕн тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Сывлăха сыхлас ĕçе патшалăх малашне те укçа-тенкĕ ытларах уйăрать. Района ку енĕпе мĕн пăхнипе тивĕçтерет. Кунсăр пуçне кăçал 14,5 миллион тенкĕ тĕрлĕ оборудовани туянма, ытти хăш-пĕр ĕçсем пурнăçлама уйăрать. 2012 çулта районти тĕп больницăра поликлиникăна юсама, кардиологи кабинечĕ уçма палăртнă. Министр çумĕ Елчĕк районĕнче сывлăха сыхлас енĕпе тунă лайăх улшăнусене палăртрĕ, "Земски тухтăр" программăна пурнăçлас, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕн çумĕ С.Петрова республикăри шкулсен пурлăхпа техника никĕсне аталантарма, юсав ĕçĕсем пурнăçлама 800 миллион тенкĕ, çав шутра Елчĕк районне 18 миллион тенкĕ уйăрма пăхнине пĕлтерчĕ. Кăçал Елчĕкри, Кушкăри, Курнавăшри тата ытти хăш-пĕр шкулсене юсама, компьютер класĕсем, спорт оборудованийĕсем туянма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Елчĕк районĕнчи учительсен вăтам ĕç укçи пĕлтĕр республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулнă, кăçал унтан иртсе кайнă. Актив пухăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев пĕтĕмлетрĕ. Патшалăх ял хуçалăхне, яла комплекслă, пĕр тикĕс аталантарма укçа-тенкĕ нумай уйăрать. Ку вăл ял хуçалăх предприятийĕсене те, фермер тата уйрăм хуçалăхсене те пырса тивет. Паян ял хуçалăхĕнче, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче ĕçлеме усăллă. Çавна май пысăк проектсене ĕçе кĕртмелле. Кайран кая юлма пулать. Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче пурăнакансене малашнехи ĕçре те ăнăçусем сунчĕ. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне Сăрьелти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ А.Багаутдинов, "Победа" ООО ертỹçи Н.Головин, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул учительници А.Краснова, районти пенсионерсен канашĕн председателĕ Л.Горшкова тивĕçнĕ. Республика Пуçлăхĕ вĕсене Тав çырăвĕсем, халăх хуçалăхĕнче нумай çул ĕçленĕ пенсионерсен пĕр ушкăнне "Ĕç ветеранĕн" удостоверенийĕсем пачĕ. Михаил Игнатьев çавăн пекех Елчĕкре пурăнакан виçĕ ача амăшне А.Борисовăна федерацин 387640 тенкĕлĕх, виççĕмĕш ача çуратнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çирĕплетнĕ 100000 тенкĕлĕх Амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене илнĕ ятпа саламларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика