ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк тухăç никĕсĕ - паха вăрлăхра

06 апреля 2012 г.

Ахаль те канăçсăр ял çыннин çур аки умĕн ĕç уйрăмах нумай. Анчах районти чылай ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕ акана хатĕрленесси, пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесси пирки çак вăхăта çитсе те ытлах шухăшламаннине пытараймăн. Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн 2012 çулта акса хăварма районĕпе пурĕ 37780 центнер вăрлăх кирлĕ. Сводкăра палăртнă вăхăт тĕлне "Россельхозцентрăн" районти уйрăмне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене пахалăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеттерме 40784 центнер илсе килнĕ. Çав шутран 26638 центнерĕ анчах (65 проценчĕ) акма юрăхлă кондицие тивĕçнĕ. "Прогресс", "Труд", "Эмметево", "Свобода", "Колос", "Сатурн", "Клевер", "Рассвет", "Комбайн", "Арланово", "Энтепе" ял хуçалăх предприятийĕсенче, А.Петров, В.Чернов фермер хуçалăхĕсенче акма кирлĕ вăрлăха туллин тĕрĕсленĕ. Вĕсенче вăрлăх фончĕ те лайăх. Ленин ячĕллĕ, "Аранчеево", "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕç вуçех тивĕçтермест. Тыр-пул тухăçне ỹстерес тесен малашлăхра çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртмелле, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă курмалла. Хальхи вăхăтра районĕпе ("Сатурн", "АСК-Яльчики" ООО, Ленин ячĕллĕ, "Комбайн", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсем, Ю.Цветков, А.Петров фермер хуçалăхĕсем) 341 тонна çĕнĕ вăрлăх туяннă. Репродукци - вăрлăх вăйне, тухăçне палăртакан кăтарту. Вăл мĕн чухлĕ çамрăкрах - гектар тухăçĕ çавăн чухлĕ пысăкрах пулать. Апла пулин те хальлĕхе пирĕн районта элита вăрлăхсем 11 процент анчах шутланаççĕ, I-IV репродукциллĕ вăрлăх - 69 процент, массăллă репродукциллĕ вăрлăх - 20 процент. "Аранчеево", "Кушкă", "Марс", "Арланово" ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хире массăллă репродукциллĕ вăрлăх ытларах та тухать. Вĕсенче пĕлсе тăнă çĕртех ватăлнă, хутăш вăрлăхпа усă кураççĕ. Вăрлăх хатĕрлес ĕçе лайăхлатас тесен ертỹçĕсемпе специалистсен пĕтĕм яваплăха хăйсем çине илмелле, унсăрăн ĕç малалла каймĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика