ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹсĕмсен ăнăçлăхĕ - çĕнĕлĕхсенче

18 февраля 2012 г.

Присоединенное изображение

Хальхи вăхăтра çĕр-шыври агропромышленность комплексĕнче ырă улшăнусем пулса иртеççĕ:ялсем çĕнелеççĕ, выльăх-чĕрлĕх, ỹсен-тăран отраслĕсенче çĕнĕ технологисем анлăн ĕçе кĕреççĕ. Çавна май производство кăтартăвĕсем, ĕç тухăçлăхĕ çулран-çул ỹсеççĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче çĕнĕлĕхсене алла илессипе, выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕнче шайĕнчи стандартсене тĕпе хурса реконструкци тăвассипе уйрăмах нумай ĕç туса ирттернине пурте куратпăр. Ку енĕпе вĕсем малтанхи тапхăртан тытăнсах пикенсе вăй хураççĕ, 2006 çултан ĕçе кĕнĕ "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан çăмăллăхлă кредитсемпе те туллин усă курма пултарчĕç. Юлашкинчен Патреккелти сысна тата ĕне фермисене кĕске вăхăтра тĕпрен реконструкци туса хута янине тивĕçлипе хакламалла. Ку чухне сысна çăвăрлаттаракан витере Данире туса кăларнă оборудованин тулли комплектне вырнаçтарнă. Витене бокс-секцисене пайланă, пурĕ 8 бокс. Витесене бокс-секцисене пайлани çура туса илессин технологине кирлĕ пек пăхăнса ĕçлеме _ "пушă-тулли" (пĕринче сыснасем çăвăрлаççĕ, çав вăхăтра тепринче дезинфекци тăваççĕ) йĕркене пăхăнма, çурасене сыхласа хăварма май парать. Çакăн пек витере икĕ çын та çăмăллăнах ĕçлеме ĕлкĕрет. Ĕне ферминче унчченхи таканасем вырăнне апат сĕтелĕсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех сĕт пăрăхне те çĕннипе улăштарнă. Ĕç условийĕсем çулсерен лайăхланса пыракан, ĕç тухăçлăхĕ çỹлти шайри фермăсенче ĕçлекенсен шалăвĕ те пысăк. Çавна май кунта фермăна ĕçлеме пырас кăмăллă çынсем нумаййăн, пурин кăмăлне, ыйтăвне тивĕçтерме май та çук. 2010-2011 çулсенче объектсене ĕçе кĕртме ял хуçалăх предприятийĕ 21 миллион та 386 пин тенкĕлĕх тăкакланнă. Малтанласа "Россельхозбанк" урлă çăмăллăхлă кредит, пурĕ 15 миллион тенкĕ илнĕ. Ытти тăкаксене саплаштарма хăйсен укçи те çитнĕ. Хуçалăхра выльăхсен хисепĕ те районта чи пысăкки. Ял хуçалăх предприятийĕнче хальхи вăхăтра пурĕ 1695 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран сăвăнакан 500 ĕне, 4785 пуç сысна шутланать. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сыснасен хисепĕ 698 пуç ỹснĕ, сăвăнакан ĕнесем те ытларах шутланаççĕ. Районĕпе пĕтĕм сыснасен хисепĕн 45 проценчĕ _ "Прогресс" акционерсен хупă обществин тỹпи. Фермăри витесене реконструкци туса çĕнетсе пынă май малашне сыснасен хисепне 6000 пуçа çитерме палăртаççĕ. Апатпа тивĕçтерессине пĕлсе йĕркелесе пыракан ял хуçалăх предприятийĕнче сĕт туса илнинчен анчах мар, сысна ĕрчетнинчен те кашни çул пысăк тупăш илеççĕ. Хуçалăх уй-хирĕсенче тухăçлă тыр-пул çитĕнет. Тырра йỹнĕпе сутиччен ăна выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте усă кураççĕ, усси те ытларах. Сутлăх аш-какай вара нихăçан та йỹнĕ мар. Фермăсенчи сыснасем самăр çитĕнеççĕ. Самăртма хупнă ушкăнри сыснасем иртнĕ çул пĕр талăкра вăтамран 570-шер грамм ỹт хушнă пулсан, уйрăм сысна пăхакансен кăтартăвĕсем тата сулмаклăрах пулнă. Тỹскел ферминчи Татьяна Данилова самăртнă сыснасем палăртнă тапхăрта 800-шер грамм ытла ỹт хушнă. Çавна май ĕçлĕ ăмăртура вăл чи малта пулнине палăртнă. Яланах малтисен ретĕнче пулма хăнăхнă "Прогресс" акционерсен хупă обществинче мĕн тунипе анчах лăпланса ларма шутламаççĕ, малашне пур отрасле те тĕпрен модернизацилессипе çине тăрса ĕçлеме кирлине палăртаççĕ. 

Сăн ỹкерчĕкре: сысна самăртакансен ĕçлĕ ăмăртăвĕнче чи малта пыракан Татьяна Данилова.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика