ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх техника туянма пулăшать

18 февраля 2012 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, уйрăм çынсен аллинче паянхи куна 553 трактор, тĕш тырă тĕшĕлекен 91 комбайн, выльăх апачĕ пухса илекен 42 комбайн, пĕтĕмпе 910 техника хатĕрĕ шутланать. Вĕсенчен ытларах пайĕ АПК тытăмĕнче ( 568 техника хатĕрĕ е 62 процент), уйрăм çынсен аллинче (317 техника хатĕрĕ е 35 процент), тĕрлĕрен организацисенче (25 техника хатĕрĕ е 3 процент). Юлашки 5 çул хушшинче уйрăм çынсен аллинчи техника хатĕрĕсен йышĕ 1,6 хут ỹсрĕ. Çакă вăл ял халăхĕн пурнăçĕ çултан-çул лайăхланса пынине те палăртать. Пур техникăна йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен яланах пăхса тăмалла, кашни çулах патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Çак ĕçе эпир комиссипе яваплă вырăнта ĕçлекенсене явăçтарса пурнăçлатпăр. Сезонри ĕçсем пуçланиччен графике пăхăнса, кашни хуçалăхра пулса техника юсавлăхне, ĕç хăрушсăрлăхне тĕрĕслетпĕр. Уйрăм çынсен аллинчи техника хатĕрĕсем техосмотр тухни енчен юлашки çулсенче пĕр пекрех шайра пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсенче техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă кăтартусем çулсерен ỹссе пыраççĕ. Акă, вĕсенче 2007 çулта техника хатĕрĕсен 66,5 процентне патшалăх енчен тĕрĕслеврен кăларнă пулсан, 2011 çулта çак кăтарту 73,2 процентпа танлашать. Техника хатĕрĕсен юсавлăхĕ çулран-çул ỹссе пыни хуçалăхсенче пĕтĕм ĕçе техникăпа туса ирттерес енĕпе те çыхăннă _ çĕр хатĕрлетпĕр, акатпăр, çитĕннине пуçтарса илетпĕр. Çавăн пекех вăл районти хуçалăхсем çултан-çул нумайрах çĕнĕ техника хатĕрĕ туянса машинăпа трактор паркĕсене çĕнетсе пынинчен те килет. Иртнĕ 2011 çулта туяннă 43 техника хатĕрне регистрациленĕ. Вĕсенчен 25-шĕ АПК тытăмне кĕрекен хуçалăхсенче, 7-шĕ _ хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, 11-шĕ _ уйрăм çынсенче. Пĕлтĕр пирĕн районта тĕрлĕ майсемпе усă курса 57 техника хатĕрне 59,4 миллион тенкĕлĕх туяннă. Ку енĕпе уйрăмах "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăх пуçаруллă. Кунта МТЗ-82.1, МТЗ-1221.2 йышши 2-шер трактор туяннă. Ытти çулсенче те хуçалăх çĕнĕ техника хатĕрĕсем илме май тупнă: 2006 çулта тĕш тырă тĕшĕлекен "Вектор" комбайн, 2008 çулта Т-150К машинăпа трактор паркне пуянлатнă. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ те çĕнĕ техника туянассипе лайăх ĕçлет. 2011 çулта кунта гусеницăллă трактор, 2ПТС-4,5 прицеп, выльăх апачĕ хатĕрлекен ДОН-680М комбайн илнĕ. 2005 çулта "Енисей-1200" комбайн, 2007 çулта гусеницăллă 2 трактор, Е-281 "Марал" комбайн, 2008 çулта МТЗ-82.1 2 трактор, 2009 çулта Т-150К йышши 2, МТЗ-82.1, ДТ-75 тракторсем туянма мехел çитернĕ. Машинăпа трактор паркĕсене çĕнетессипе "Прогресс" акционерсен хупă обществи, "Победа", "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхсем, "Рассвет", "Сатурн", Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсем, "Санти", "Ю.Н.Цветков" хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кăçал та, çулталăк анчах пуçланнă пулин те, машинăпа трактор паркĕсене çĕнетесси малалла пырать. "Победа" сахал яваплă юлташлăх, В.Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕ МТЗ-892 тракторсем, "Прогресс" акционерсен хупă обществи тĕш тырă тĕшĕлекен AGROS-530 комбайн туянма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кунта тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ: хуçалăхсен хăйсен укçи-тенкипе, патшалăх уйăракан çăмăллатнă кредитсемпе, лизинг мелĕпе, "Росагролизинг" АУО федераци бюджетĕнчен техникăн баланс хакне 50 процентне саплаштарнипе. Юсавлă техника _ пурнăçлакан пĕтĕм ĕçĕн ăнăçлăхĕ. Çавăнпа та малашне те ĕçе хутшăнакан техника хатĕрĕсене патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрассине тăсатпăр. Кăçалхи çур акине хутшăнакан тракторсене, прицепсене, ытти хатĕрсене пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнчен тĕрĕслеме пуçăнасшăн. Техника хатĕрĕсен ĕçлев вăхăчĕ вăрăм пултăр тесен механизаторсем те, инженерсем те тăрăшмалла. Малашне те хуçалăхсем машинăпа трактор паркĕсене çĕнетессипе, техникăна юсавлă тытассипе ытларах тимлĕх уйăрасса шанса тăратпăр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика