ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем çуллахи спорт сезонне уçрĕç

20 апреля 2012 г.

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче районта çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа "Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 34-мĕш кросĕ тата СССР космонавт летчикне А.Г.Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен республикăри 74-мĕш эстафета чупăвĕн 1-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Çурхи кунсем çитсен, хĕвелĕ тỹпене çỹлĕрен те çỹлĕ хăпарма тытăнсан иртет "Елчĕк ен" хаçатăн куçса çỹрекен кубокĕсемшĕн çăмăл атлетсен çуллахи спорт сезонне уçакан кросĕ. 34 çул каялла ирттерме пуçланă ăна, паянхи кун та вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Çак тапхăрта кроса хутшăннă вуншар-вуншар çăмăл атлет спортăн аслă çулĕ çине тăнă. Питĕ йышлă тухнă, халĕ те тухаççĕ старта çăмăл атлетсем. Кăçалхи ăмăрту та 300 яхăн спортсмена пухрĕ. Шел, ял хуçалăх предприятийĕсенчен кросра "Прогресс" АХО, организацисенчен _ районти тĕп больницăн, "Улăп" ФОК командисене çеç курма тиврĕ. Ял тăрăхĕсем те çăмăл атлетсен çурхи кросне тулли йышпа хутшăнманни шухăшлаттарма тивĕç. Çурхи кроса савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Пухăннисене "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Е.Михайлова, культура, информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи А.Александрова саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем юрăсемпе саламларĕç. Чи малтанах старта 1998-1999 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метрлă дистанцине тухрĕç. Çак ỹсĕмри арçын ачасем те 1000 метра чупрĕç. Чи йышлисем пулчĕç вĕсем. Хĕрỹ кĕрешỹ пĕрремĕш вырăншăн Елчĕк шкулĕнчи Карина Галкинăпа Чăваш Тăрăм шкулĕнчи Марина Кузнецова хушшинче пычĕ. Карина Маринăран кăшт çеç выляса илсе мала тухрĕ, кросс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Кунта çакна палăртмалла: хăш-пĕр шкулсем пĕр-пĕр дистанцине 3-4 спортсмен та тăратнă. Çакă çамрăксене ăмăртура хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма, малашлăха тишкерме май парать. Тĕрлĕ ỹсĕмри çамрăк спортсменсем тĕрлĕ дистанцине тухаççĕ. Кашни ушкăнрах хăйĕн çĕнтерỹçи, призерĕсем. Çапах та вĕсем хушшинче ытти çулсенче палăрнă спортсменсем те пур. Акă, çитĕннисенчен "Прогресс" АХО командинчи Павел Добронравов шкулта вĕреннĕ чухнех ăмăртăва хутшăнатчĕ. Халĕ те вăл çурхи кросран юлмарĕ. Арçынсенчен вăл 2000 метра чупса çĕнтерчĕ. Унăн командăри юлташĕ, Константин Миллин, "Прогресс" АХО бригадирĕ _ иккĕмĕш вырăнта. Ăмăртăва нумай çул хутшăнакан Надежда Седова, Лариса Гладкова, Михаил Скворцов, Александр Васильев, Сергей Константинов тата ытти çăмăл атлетсем кăçалхи кросра та палăрчĕç, çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç. Хĕрỹ пычĕ ăмăрту. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен ушкăнĕнче çĕнтерỹçĕ улшăнчĕ. Курнавăш шкулĕн команди куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕ. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕсем _ Кĕçĕн Таяпасем кăçал та кубока вĕçертмерĕç. "Прогресс" АХО спортсменĕсем дистанцисенче лайăх результатсем кăтартрĕç. Çурхи кроса ял хуçалăх предприятийĕсенчен вĕсем анчах хутшăнма пултарчĕç. Кунта общество ертỹçин Петр Скворцовăн тỹпи те пур. Вăл, хăй те спорта юратаканскер, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене пулăшса пырать. Шел, командăра ветерансем пулман пирки призерсен йышне лекеймерĕç. Çитес çул çĕнтерỹçĕсем пуласса шанса тăратпăр. Куçса çỹрекен виççĕмĕш кубок Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхне кайрĕ. Уйрăм дистанцисенче çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ çăмăл атлетсем районти "Елчĕк ен" хаçата 2012 çулхи иккĕмĕш çур çулта тỹлевсĕр илсе тăрĕç. Çавăн пекех çĕнтерỹçĕсемпе призерсене район хаçачĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Çĕнтерỹçĕсем республикăри ăмăртусене, "Советкая Чувашия" хаçат призĕсемшĕн ирттерекен эстафета чупăвне хутшăнаççĕ. "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ ăмăртăва ăнăçлă ирттерсе яма пулăшнăшăн Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн коллективне, районти шкулсенчи физкультурăна вĕрентекенсене, районти тĕп больница, ГИБДД ĕçченĕсене, Николай Малышкина, Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсене чĕререн тав тăвать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика