ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем тулă акаççĕ

25 апреля 2012 г.

        Паянхи кун тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем нумай çул ỹсекен курăксене 432 гектар, кĕрхи культурăсене 210 гектар çинче минераллă удобренипе апатлантарнă, кĕрхи çĕртме лаптăкне 937 гектар сỹреленĕ, 209 гектарне культиваци тунă, çĕр улмине 1095 тонна яровизацилеме кăларнă. Районта пуринчен малтан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма "АСК-Яльчики" ОООра, "Яманчурино" ОООра тухнă. "Прогресс" акционерсен хупă обществин иккĕмĕш бригадинче ĕнер акана тухнă. Çав кун 24 гектар çинче тулă акнă. Кăçал бригадăна ертсе пыма Константин Миллина шаннă. Çамрăк çыннăн кăмăл-туйăмĕ хавхалануллă, ăнăçлăх ĕçри хастарлăхран нумай килмелле.МТЗ-82 трактор çумне СЗС-5, 4 йышши сеялка çирĕплетнĕ, Анатолий Сайкин сеяльщик унпа пĕчченех ĕçлеме ĕлкĕрсе пырать. Тракторисчĕ - Рудольф Федотов. Владислав Арефьевпа Геннадий Московский вăрлăха нормăпа килĕшỹллĕн минераллă удобренипе хутăштарассишĕн яваплă. Николай Романов водитель черетлĕ çур акире пĕрремĕш тиев вăрлăх турттарса килчĕ. Палăртнă ĕç планĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх предприятийĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1200 ытла гектар çинче акса хăвармалла.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика