ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххи патне ăнтăлмалла!

17 марта 2012 г.

        Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Елчĕк районĕнче пулчĕ. Михаил Игнатьев çĕнĕ технологисемпе анлă усă куракан "Прогресс" хуçалăха çитсе курчĕ. Кунта икĕ çулта ĕне витисемпе сысна фермине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра 1649 выльăх, 5041 пуç сысна усраççĕ.
         Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ район больницинче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, электрон регистратура, хирурги, терапи, диагностика уйрăмĕсен, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ.
          Республика Пуçлăхĕ район активĕпе канашлу ирттерчĕ. Администраци пуçлăхĕ Николай Миллин çур акине мĕнле хатĕрленни пирки каласа кăтартрĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каланă тăрăх – кăçал республикăра акмалли лаптăксем 581 пин гектарпа танлашмалла, куккурус ытларах акма палăртнă. Министр топливо туяннă чухне çăмăллăхсемпе усă курассипе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял халăхне пулăшмалли программăсем çинче чарăнса тăчĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика