ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи кун хĕле тăрантарать

20 июня 2012 г.

Çуллахи кун хĕле тăрантарать

"Прогресс" акционерсен хупă обществинче нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра 350 тонна пахалăхлă утă хатĕрлесе хăварнă, хальхи вăхăтра пĕтĕм техникăна сенаж хывас ĕçе явăçтарнă. Сенаж хатĕрлес ĕçе мĕнле йĕркеленипе тĕплĕнрех паллашас шутпа Петр Скворцов директорпа пĕрле Сергей Галкин ертсе пыракан Тỹскел бригадинче пулса куртăмăр. Валерий Охотинпа Дмитрий Кучков Леонид Ивановпа Виталий Чувайкин маларах çулнă, кушăхнă паккуссенчи курăка тураса вĕтетеççĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех _ ĕçре пиçĕхнĕ механизаторсем, çавна май хăйсене çирĕплетсе панă агрегатсене тухăçлă тата кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ. Дмитрий Кучков çамрăк механизатор аслисенчен вĕренсе пырать. Александр Егоровпа Петр Траншкин, Сергей Муллинпа Николай Романов водительсем хатĕр сенажа ферма çывăхĕнчи траншейăна турттараççĕ. Анатолий Шашков, Николай Илеменев тата Юрий Жирнов механизаторсем ăна пусăрăнтарнă çĕрте тимлеççĕ. Арçынсен тепĕр ушкăнĕ апат пахалăхĕшĕн тăрăшать: вĕсем траншейăри сенажа тутлăх кỹрекен закваскăпа хутăштараççĕ, ун хыççăн ăна, тăпра хутăшĕпе ан варалантăр тесе, çиелтен çатăркапа витеççĕ. Сенажа закваскăпа хутăш хурасси кунта иртнĕ çулсенчех йăлана кĕнĕ. Çавна май фермăри йышлă выльăх-чĕрлĕхе пахалăхлă апатпа анчах тăрантараççĕ. Патреккел бригадинче те выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç хĕрсе пырать. Владимир Воронцов, Владимир Ефимов, Владимир Мисяков, Александр Можаев, Юрий Гаврилов механизаторсем, Юрий Каринкин, Владимир Соловьев, Геннадий Выйгетов, Алексей Колсанов, Владимир Борисов водительсем шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре кашни çул пысăк пуçарулăхпа тимлеççĕ. Урăхла пулма та пултараймĕ. Мĕншĕн тесен кунта йышлă ĕне выльăх ĕрчетеççĕ. Вĕсене хĕл каçиччен тăрантарма сахал мар апат кирлĕ. Ĕнерхи кун тĕлне траншейăсене пурĕ 700 тонна сенаж кĕнине шута илнĕ. Çак ĕç малалла пырать. Акционерсен обществинче техника паркĕ пуян. Апла пулин те вĕсем мĕн пур пек ял хуçалăх машинисене тăтăш çĕнетсе пыма майне тупаççĕ. Кăçал анчах 10 миллион тенкĕлĕх техника, çав шутра АКРОС-540 комбайн туяннă. .

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика