ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăк хытать - пахалăхĕ чакать

20 июня 2012 г.

 Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене утăлăх, сенажлăх, ешĕл апатлăх 3000 гектара яхăн çулнă. Пĕтĕмпе 1739 тонна утă, 700 тонна сенаж хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе "Прогресс" АХОра лайăх йĕркеленĕ. Кунта малтан утă пуçтарса кĕртнĕ. Нумай çул ỹсекен курăксем хытса пынине шута илсе халĕ вĕсенчен сенаж хываççĕ. Çав вăхăтрах чылай хуçалăхра утă питĕ сахал хатĕрленĕ, сенаж пачах хывмаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç хăвăртлăхĕ пĕчĕккипе кăмăлсăр пулнине çапла палăртрĕ: "Прогресс" хуçалăхра анчах курăксем маларах, ыттисенче каярах ỹссе çитĕнеççĕ-и? "Аранчеево", "Знамя" хуçалăхсем халĕ те выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăнманни пушшех тĕлĕнтерет. Район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ В.Муратов Республика кунне халалланă мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Район Шупашкарта иртекен V экономика форумне хутшăнать. Çавна май презентацие хатĕрленет. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - ĕç йĕркелỹ пайĕн начальникĕ Е.Михайлова 2012 çулхи иккĕмĕш çур çулта хаçат-журнал илсе тăмалли çырăнтару тапхăрĕ вĕçленсе пынине, республикăра тата районта тухса тăракан изданисене çырăнмаллине аса илтерчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика