ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр тыррисем акаççĕ

23 августа 2014 г.

 

Кĕр тыррисем акаççĕ

"Прогресс" акционерсен хупă обществинче ĕнер кĕр тыррисем акма тухнă. Çитес çулхи тыр-пул никĕсне 1000 гектар çинче хывса хăвармалла.

- "Немчиновский-56" кĕрхи тритикале шанчăклă сорт пулнине шута илсе кăçал ăна иртнĕ çулхинчен 300 гектар ытларах лаптăкра акма палăртнă. Паян пирĕн пурин те пĕр тĕллев - кĕр тыррисене агротехника хушнă чи кĕске вăхăтра акса хăвармалла, - тет акционерсен обществин директорĕ Петр Скворцов.

Яваплă ĕçе Петр Кудрявцев ертсе пыракан Патреккел бригадинчен пуçланă. Çĕнĕ йышши, ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан "Агро-Союз" ака комплексне (Канада çĕр-шывĕнче туса кăларнă "Версатиле-375" хăватлă тракторпа пĕрле) Владимир Борисов механизатора шанса панă. Владимир Воронцова ГАЗ-53 автомашинăпа хире вăрлăх турттарма çирĕплетнĕ. Асăннă бригадăра кĕр тыррисен лаптăкĕ 450 гектар пулмалла.

Пĕр вăхăтрах 50 гектар çинче çитĕнтернĕ вăрлăхлăх люцернăна та çапса тĕшĕлеççĕ. Çак ĕçе Сергей Муллин комбайнер яваплăха туйса пурнăçлать.

Ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансем 1860 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене те çурла уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне пỹлмесене тăкаксăр пухса кĕртме пултарчĕç. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç, бункер виçипе шутласан, 27 центнер пулнă. Комбайнерсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура Дмитрий Кучков, çапса тĕшĕленĕ тырра хиртен турттарнă çĕрте Николай Романов чи малтисем пулнине палăртнă.

...Кĕр тыррисене акас ĕç малтанхи кунтан тытăнсах кал-кал пыни уй-хир ĕçченĕсен хастарлăхне тата ỹстерет... 

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика