ЗАО “Прогресс” Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ

05 июля 2014 г.

 

Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ

Черетлĕ ĕç çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1860 гектар çинчен пухса кĕртме хатĕрленекен "Прогресс" акционерсен хупă обществинче кĕр тыррисен лаптăкĕ 650 гектар йышăнать. Кĕрхи культурăсенчен кирек хăш çанталăк условийĕнче те пысăк тухăç илме пулнине шута илсе ăна кунта кашни çул пысăк лаптăкра акса хăвараççĕ.

Çитес çулхи тухăç никĕсĕ пирки те паянах шутламалла. Çакна асра тытса ял хуçалăх предприятийĕнче иртнĕ эрнерен тытăнсах кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Ĕçе йывăр участокран пуçланă - Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи арендăна илнĕ 357 гектар çĕр лаптăкне чи малтан ĕçлесе хатĕрлеме тытăннă. Чылайранпа сухаланман, усăсăр выртнă çĕр лаптăкĕсенчи çум курăксенчен хăтăлас тесе малтан агротехника йĕркине пăхăнса им-çам сапнă, дискаторпа усă курса кăпкалатнă. Юрий Жирнов, Юрий Гаврилов тата Дмитрий Кучков механизаторсем халĕ çак лаптăксене иккĕмĕш хут сухалаççĕ. Кĕр тыррисене акас умĕн анасене виççĕмĕш хут ĕçлесе хатĕрлеме - культиваци тума палăртаççĕ.

Кăçалхи çанталăк условийĕнче, шăпах ỹсен-тăран ỹссе аталанмалли вăхăтра шăрăх та типĕ çанталăк тăнине пула, тĕш тырă тухăçĕ малтан шутланинчен сахалрах пуласси паллă. Апла пулин те ял çыннин кĕркуннерен çирĕп вăй илсе юлнă, хĕл сиввисенче сиенленмен кĕрхи культурăсенчен ытларах тухăç алла илес шанăç пур. Çакна тĕпе хурса акционерсен хупă обществинче тăрăшакансем кăçал кĕр тыррисене 1000 гектар лаптăкра акса хăварма тата ку чухне чи лайăх вăрлăхсемпе анчах усă курма палăртаççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

А.Карлин сăн ỹкерчĕкĕнче: Юрий Гаврилов, Дмитрий Кучков механизаторсем.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика