16:47 30 декабря 2013 г.
Хисеплĕ АХО «Прогресс» ĕçченĕсем!
Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп!
2013-мĕш çул сахал мар пулăмпа палăрса юлчĕ. Хуçалăхра тăрăшакансем кăçал та пысăк çитĕнỹсемпе савăнтарчĕç: сăвăнакан ĕнесен шутне 600 пуçа çитерме пултартăмăр, 50 пуç ăратлă пушмак пăрусем туянтăмăр, бригадăсене çĕнĕ техника илме май пултарни те савăнтарать.
Кашни çынрах Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй-хăват, çĕнĕ шанчăк çуратать. Хуçалăхра тăрăшакансен малашлăх тĕллевĕсем пысăк, палăртнă ĕçе пурнăçлама пултаракансем тата пурнăçлас тĕллевлисем сахал мар. Кашнийĕн тăрăшулăхне пĕрлештерсе эпир малашне те сахал мар ĕç пурнăçлама пултаратпăр. Кĕтнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăрах пурин те! Вĕсем вара пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесен, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пырсан, малалла пĕр тĕллевпе утсан пурнăçланаççех.
Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе чун-чĕререн саламласа сире ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу, çемьесенче тăнăçлăхпа килĕшỹ, иксĕлми телей сунатăп.
Çĕнĕ çул ячĕпе, çĕнĕ телейпе сире!
АХО «Прогресс» директорĕ П.А. Скворцов.
ЗАО “Прогресс” Яльчикского района