02 марта 2012 г.
Ĕç сыхлавĕ енĕпе патшалăх политикине районти халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен пай тытса пырать. Нумаях пулмасть кунта иртнĕ çулхи итогсене пĕтĕмлетнĕ. 2011 çулта районта 230 организацие шута илнĕ, вĕсенчен 211-ĕшĕнче 50 е сахалрах çын ĕçлет. Районта ĕç сыхлавĕпе ирттернĕ смотр-конкурса 98 организаци хутшăннă. Иртнĕ çул 7 коллективлă килĕшĕве регистрациленĕ. Ĕç сыхлавĕ енĕпе йышăннă программăна пурнăçа кĕртессипе укçа-тенкĕ ытларах уйăракан организацисен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Иртнĕ çул çак тĕллевпе 3958 пин тенкĕ, е ĕçлекен кашни çын пуçне 1005 тенкĕ тăкакланă. Анчах та уйрăм предпринимательсем, муниципалитет харпăрлăхĕнчи, бюджет тытăмĕнчи организацисемпе учрежденисем ку тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ, ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал уйраççĕ. Малашне тимлĕрех пуласчĕ. Ĕç сыхлавĕн условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе, саккунсемпе килĕшỹллĕн, организацинче ĕçлекенсен йышĕ 50 çынран кая мар пулсан, ĕç сыхлавĕн службине, кабинетне йĕркелемелле. Хальлĕхе ку енĕпе ĕç ăнăçлă пырать тесе калама иртерех-ха. "Прогресс" АХОра, "Сатурн", "Рассвет", "Комбайн" ЯХПКсенче, "Победа" ОООра, Елчĕкри тĕп больницăра, Елчĕкри юсавпа техника предприятинче ĕç сыхлавĕн кабинечĕсене йĕркеленĕ. Хăш-пĕр çĕрте ĕç сыхлавĕн инженерĕ çук, е ыйтусене татса пама пĕр-пĕр специалиста шаннă. Ĕç сыхлавĕн условийĕсене лайăхлатас, инкексенчен сыхланас тĕллевпе профсоюзсен е ĕç коллективĕсен 90 уполномоченнăйĕ тăрăшать. Иртнĕ çул ĕç сыхлавĕ енĕпе 85 ертỹçĕпе специалиста вĕрентнĕ, алла вĕренни çинчен документ панă. Çак ĕçе "Республикăри ĕç сыхлавĕн центрĕ" патшалăх учрежденийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Ĕç сыхлавĕн службин тĕп тĕллевĕ - çынсен сывлăхне сыхласа хăварасси. Çак тĕллевпе ял хуçалăх, промышленноç предприятийĕсенче, организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсене хĕрỹ ĕçсен тапхăрĕсенче медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси тĕп вырăнта. Иртнĕ çул ĕçлекенсен 58,6 проценчĕн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Малашне те çак тĕллеве тĕпе хурса пырасчĕ. Производствăра суран илесси чакса пырать. Анчах та 2010 çул вĕçĕнче "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче В.Филиппов КамАЗ кузовĕ çинчен ỹксе суранланчĕ, тĕп больницăра сипленчĕ, 62 ĕç кунне çухатрĕ. Енчен те вăл сыхă тăнă пулсан, инкекĕ те сиксе тухмĕччĕ. Ĕçри тепĕр çул-йĕр вăл - ĕç вырăнĕсене аттестацилесе хак парасси. Иртнĕ çулта 10 организацире 190 ĕç вырăнне аттестациленĕ, вĕсен ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ тесе палăртнă. Хамăрăн ĕçе йĕркелесе пынă май район администрацийĕпе, тĕрĕслев органĕсемпе, Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцийĕпе, Ростехнадзорăн вырăнти инспекцийĕпе, ыттисемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пыратпăр.