23 июля 2014 г.
Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулнă. Унпа пĕрле районти "Прогресс" АХО, "Комбайн" ЯХПК, "Победа", "Энтепе" ОООсенчи ĕç-хĕлпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин паллашнă.
"Прогресс" акционерсен хупă обществи ЖХТ-7 жаткăпа усă курса 100 гектар пăр-çана çулса пăрахнă. Çакăн йышши жатка республикипе те пĕрре кăна-ха. Унпа усă курни çунтармалли-сĕрмелли материалсене чылай перекетлеме май парать. Хуçалăхра çĕнĕ йышши ытти техникăна та туллин усă курни çитĕнỹсем патне илсе пырать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта кăна 3876 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Çакă иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2 (!) хут ытларах. Ĕç укçине 8 процент ытла ỹстернĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев вырма ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашрĕ. "Прогресс" АХОра вĕсем хĕрсе пыраççĕ - кăçал кĕрхи культурăсене 700 гектар, çурхи культурăсене 1210 гектар çинчен пухса илсе тĕшĕлемелле. 200 гектар куккурус, пĕр çул ỹсекен курăксем 1713 гектар пулнине шута илсен ĕç калăпăшĕ тата пысăкланать. "Прогресс" АХОра çитес çул пăрçа лаптăкне 2 хут ỹстерме палăртнине М.Игнатьев ырласа йышăнчĕ.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ те районти тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри. Кунта кăçал уй-хирти пуянлăха 2735 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хуçалăх ертỹçисемпе, механизаторсемпе калаçнă май, М.Игнатьев вырма, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем пирки кăсăкланчĕ. Утă, сенаж хатĕрлесси ăнăçлă пырать. Çитес çулхи тухăç пирки те тăрăшаççĕ - утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне кĕр тыррисем акма палăртнă лаптăкăн 41 процентне ĕçлесе хатĕрленĕ.
Сахал яваплă "Победа" обществăра республика Пуçлăхне ертỹçĕсем сенаж хатĕрлеме пуçăннă уйра кĕтсе илчĕç. Выльăх апачĕ хатĕрлекен Дон-680 комбайн юлташлăхра çĕнĕ техника хатĕрĕсенчен пĕри. Пĕр çул ỹсекен курăксем - сĕлĕ, пăрçа, вика акнă уйра хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать. Кунта утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне 178 тонна утă, 3000 тонна сенаж хатĕрленĕ. Юлташлăх директорĕ Н.Головин мăйракаллă шултра выльăхсем 834 пуç, çав шутран сăвăнакан 230 пуç ĕне шутланнине пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем çуллахи лагерьте.
Выльăхсене нумай çул усă куракан курăксен уйĕсенче тăрантнисĕр пуçне, ирхине тата каçхине симĕс курăк çулса параççĕ. Умран ытти хушма апатсем те татăлмаççĕ. Çавна пула кăçалхи çур çулта кунта кашни ĕнерен 3532 килограмм сĕт суса илнĕ. Унăн пысăк пахалăхне пула, сĕтĕн кашни килограмĕ 14,5 тенкĕпе сутăнать. Каллех тупăш - унăн таса виçи кăçалхи 6 уйăхра 4733 пин тенкĕпе танлашнă. Ĕç укçи виçи те районта чи пысăкки - 14500 тенкĕпе танлашать. Çĕнĕ техника хатĕрĕсемпе усă курни çамрăксене те ĕçе явăçтарать. Ахальтен мар М.Игнатьев общество директорне Н.Головина ĕçсене ăнăçлă йĕркелеме пултарнăшăн тав турĕ.
Ял çыннин те хĕрỹ вăхăт. Акă, Жирновсен çемйи утă хатĕрлет - ватти-вĕтти пĕтĕмпех пахчара, хушма хуçалăх çĕрĕ çинче. М.Игнатьев вĕсемпе тĕл пулчĕ, ăнăçу сунчĕ.
Сахал яваплă "Энтепе" общество арканнă "Победа" колхозăн Энтепери комлекслă бригада никĕсĕ çинче никĕсленнĕ. Сăвăнакан 200 ĕне валли реконструкциленĕ фермăна пырса кĕме кăмăллă. А.Васильев çамрăк ертỹçĕ арканма пуçланă фермăна çĕнетме сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине палăртрĕ. Çур çул хушшинче реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ. Витере пĕтĕм ĕç условийĕсем пур. Хальлĕхе кунта сăвăнакан 152 ĕне усраççĕ. Çулталăк вĕçлениччен вĕсен йышне 200 пуçа çитересшĕн. Республика Пуçлăхĕ фермăра тăрăшакансене ăнăçу сунчĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемпе тыр-пул çитĕнтерекенсене патшалăх малашне те пулăшасси çинчен пĕлтерчĕ.
Районта пулнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев уй-хир тата ферма ĕçченĕсемпе, çынсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ĕç тата йăла условийĕсемпе, пурнăçĕпе паллашрĕ. "Елчĕксем яланах хăйсен ĕçри пултарулăхĕпе палăрнă. Район, хуçалăхсен ертỹ-çисен ĕçĕ тивĕçлипе йĕркеленине пула кунта ĕç кал-кал пырать", - палăртрĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех вырма ĕçĕсем, кĕрхи культурăсем акма хатĕрленесси пирки кăсăкланчĕ.
М.Игнатьев туса илнĕ тухăçа вырнаçтарасси пирки те сăмах хускатрĕ. Кунта вăйсене пĕрлештерме кирлине палăртрĕ. "Паян ялта ĕçлеме усăллă. Сĕт те, аш-какай та, çĕр улми те аван хакпа сутăнать. Кам лайăх ĕçлет, вăл лайăх пурăнать", - пулчĕç республикăн Пуçлăхĕн сăмахĕсем.
Источник: "Елчĕк Ен"